Ял пурнӑҫӗ
Шӑмӑршӑ районӗнче газ пама пӑрахаҫҫӗ. Анчах, Турра шӗкӗр, яланлӑха мар (ун пек пулсан республика пӗлтерӗшлӗ инкеклӗ лару-тӑру тесех хаклама тивӗччӗ), ик кунлӑха. Газпа тивӗҫтерекенсем кутӑнлашнипе те мар. Газ валеҫекен станцире юсав ӗҫӗ ирттернӗрен. Юсава Константиновскинчи магистральлӗ газ пӑрӑхӗсен линипе производство управленийӗ ирттерме палӑртса хунӑ. Ӑна вӑл Шӑмӑршӑри газ валеҫекен станцире пурнӑҫлӗ. Ҫавна пула асӑннӑ станцирен газ пачах пама пӑрахӗҫ: пӗрре — ыран, ҫӗртмен 18-мӗшӗнче; тепре — ҫӗртмен 30-мӗшӗнче. Ыран ирхи 7 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен газ пымӗ, 30-мӗшӗнче ирхи ҫиччӗрен каҫхи вуннӑчченех газсӑр ларма тивӗ. Шӑмӑршӑри газ валеҫекен станци Васан, Карапай Шӑмӑршӑ, Палтиел, Анат Чаткас, Пуянкасси, Шӑмӑршӑ ял тӑрӑхӗсене тивӗҫтерсе тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Шыва кӗмелли ятарлӑ вырӑнсене йӗркелес тесен вӗсене тӗрӗслемелле. Ҫак ӗҫе пӗве-кӳлӗ хуҫисен санитарипе эпидемиологи службине те, шыв айӗнчи ӗҫсене тӑвакансене те явӑҫтармалла. Малтанхисем шыв пахалӑхне хаклаҫҫӗ пулсан, иккӗмӗшсем — водолазсем — шыв управҫисен тӗпӗнче мӗн пуррипе ҫуккине пӑхаҫҫӗ, кирлӗ пулсан тасатаҫҫӗ. Асӑннӑ ӗҫе пурнӑҫлама тӑкаклине шута илсе ял тӑрӑхӗсен чылай пуҫлӑхӗ «Ишме юрамасть» текен асӑрхаттарусем ҫырса ҫапать те ӗҫӗ-пуҫӗ пӗтет. Ара, асӑрхаттармасан тӗрӗслемен пӗве-кӳлӗре шыва кӗрекенсемшӗн вӗсем яваплӑ пек пулса тухать-ҫке... Муркаш районӗнчи Чуманкасси ял тӑрӑхӗ апла хӑтланас темен: ҫынсене ишмелли вырӑн туса парас тесе ҫав ялти Казанчик пӗвене водолазсене чӗнсех тӗрӗслеттернӗ. Сӑнсем (7) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Ҫӗртме уйахӗн 13-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Юпшик Ялтӑрара уяв иртнӗ. Ял халӑхӗ перле пухӑнса савӑннӑ. Уява паллӑ тумашкӑн маларах хатӗрленме тытӑннӑ: сценари ҫырнӑ, конкурссем тупнӑ. Паллах, малтан Аҫӑм Ҫырми ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Олег Петров ентешӗсене саламланӑ. Вӑл чи маттуррисене грамотӑсемпе чысланӑ. Ӑна Степановсен ҫемйи, Елена Владимирова тивӗҫнӗ. Юбилярсене те чыслама манман. Георгий Осипова, Валентина Макаровӑна ҫавра ҫулсемпе саламланӑ. Вӗсем валли Настя Владимировӑпа Татьяна Иванова «Ма хитре-ши ҫуркунне?» юрра шӑрантарнӑ. «Хохотушки» ташӑ ушкӑнӗ чӑваш тата вырӑс халӑх ташшисене тӑпӑртаттарнӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ял уявӗнче шӳрпепе, шашлӑкпа хӑналаннӑ. Вӗсене Калинин райповӗн ӗҫченӗсем хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Муркаш районӗнчи Катькас халӑхӗ ял уявне 1989 ҫулта ирттерме пуҫланӑ. Кӑҫал ача-пӑчана савӑнма батут та пулнӑ. «Уява пухӑннӑ халӑх ӗлӗкхипе хальхи ял пурнӑҫне сӑнласа паракан тӗрлӗ стендсемпе паллашрӗ», — тесе пӗлтерет вӑл тӑрӑхри А. Угарова. Стендсене ял историйӗпе интересленекен Алексей Петров тата ялти культура ӗҫченӗсем хатӗрленӗ иккен. Чӑваш йӑлине асра тытса уява ҫӑкӑр-тӑварпа пуҫланӑ. Ял халӑхне Алевтина Егоровӑпа Зоя Угарован килте вӗретнӗ сӑрипе сӑйланӑ. Уяв ячӗпе В.Н. Волкова ял депутачӗ, Чӑваш Наци конгресӗн пайташӗ Э.К. Бахмисов, республикӑри пенсионерсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи В.В. Сапожников саламланӑ. Шкул ачисемпе пӗрле «Ҫӑлкуҫ» фольклор ушкӑнӗ Аслӑ Ҫӗнтерӗве халалласа «Тухас ҫук асӑмран нихҫан чӗрене кӗрсе юлнӑ суран» литературӑпа музыка композицийӗ хатӗрленӗ. Ҫурлатӑрринчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи «Ҫеҫпӗл» эстрада ушкӑнӗн концертне те халӑх пӑхса савӑннӑ. Сӑнсем (33) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Ҫӗртмен 13-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑшра ял кунӗ иртнӗ. Унта яланхи пекех ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Андрей Васильев, «Мураты» ЯХПК тӗп директорӗ Геннадий Спиридонов хутшӑннӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, хисеплӗ тата ватӑ ҫынсене тав ҫырӑвӗсемпе чысланӑ. Вӗсене Спиридонов Г.П., Спиридонов Ю.П., Спиридонова Ю.М., Яковлева М.Я., Романов А.Н., Прокопьева И.А., Алексеева Э.Н., Федоров А.Г., Петров С.И., Ивановой А.В., Сергеева М.М., Порфирьева А.М., Семенова З.С., Мартынова Р.С., Владимиров М.В., Владимирова З.С., Семенова А.М., Федорова Р.И., Порфирьева Р.А., Владимиров С.П. тивӗҫнӗ. Унтан Мӑн Явӑш клубӗн ӗҫченӗсем концерт пуҫланӑ. Ҫавӑн пекех уява чӑваш эстрада артисчӗсем килнӗ. Ҫав вӑхӑтра мини-футболла вылянӑ. Конкурс ҫӗнтерӳҫисене укҫан хавхалантарнӑ. Сӑнсем (110) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Ҫуллахи каникул ҫитнӗ май ачасем, паллах, савӑнаҫҫӗ. Ара, вӗренмелле мар, ирӗклӗх-ҫке. Анчах чылай ялта ачасем урам тӑрӑх йытӑ хӑваласа чупмаҫҫӗ халӗ. Халӗ вӗсем валли уйлӑхсем ӗҫлеҫҫӗ. Ытларахӑшӗ — шкул ҫумӗнче. Шӑмӑршӑ районӗнче, ав, «Веснушки» уйлӑх ӗҫлет. Унта ачасем хӑйсене валли чуна выртакан ӗҫ тупаҫҫӗ. Нумаях пулмасть вӗсем хӑйне евӗр япаласем ӑсталанӑ. Мӗн пытармалли: хӑш-пӗр ҫӗрте урамра та ӑпӑр-тапӑр йӑваланса выртать. Хӑш-пӗр этем хӑйӗн хыҫҫӑн пуҫтарма пӗлменнине каласа кӑтартма та кирлӗ мар ӗнтӗ. «Веснушки» уйлӑха ҫӳрекен ачасем вара ӑпӑр-тапӑра иккӗмӗш пурнӑҫ парнеленӗ. Шӑмӑршӑ ачисем пластикран, кӗленчесенчен, банкӑсенчен, картонран темӗн те пӗр ӑсталанӑ. Ӗҫӗ йывӑрах мар-мӗн. Кӑштах тӑрӑшулӑх кӑна кирлӗ. Сӑнсем (12) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Ҫӗртмен 6-мӗшӗнче Муркаш районӗнче Очӑкасси ялӗ хӑйӗн 420 ҫулне шавлӑн та анлӑн уявларӗ. Ял уявӗ пуҫламӑшӗ пултаруллӑх коллективӗсем урам тӑрӑх утса тухнинчен пуҫланчӗ, кайран яла пуҫаракансем Очӑпа Очак пӗрремӗш ҫурт пулмалли вырӑнта шалча ҫапрӗҫ, хӳшӗ лартрӗҫ. Ял хастарӗсем вара асӑнмаллах юпа вырнаҫтарчӗҫ тата Очӑкасси ялне тата ун ҫыннисене асӑннӑ истори докуменчесенчи цитатӑсем ҫырнӑ грамота евӗр палӑка уҫрӗҫ. Малалла уяв пултаруллӑх ушкӑнӗсен концерчӗпе тӑсӑлчӗ. Сӑнсем (40) |
Ял пурнӑҫӗ
Патӑрьел районӗнче тутарсен наци уявне паллӑ тунӑ. Сапантуй Ыхраҫырминче иртнӗ. Унта тӗрлӗ наци ҫыннисем пухӑннӑ. 200 ытла ҫын уявра чун каниччен савӑннӑ. Сапантуй программи вӑйӑсемпе, конкурссемпе, концертпа, спорт ӑмӑртӑвӗсемпе пуян пулнӑ. Яланхи пекех ирӗклӗ кӗрешӳ анлӑ иртнӗ. Ӑна тутарсем тутар-пушкӑрт кӗрешӗвӗн Чӑваш Енри федерацине йӗркеленӗ Небиулл Санзяпова халалланӑ. Вӑл — СССР спорт мастерӗ. 12 регионти сакӑр команда тӗп парнене — тихана — ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ. Чи вӑйли Шӑнкӑртамри Ринас Садаров пулнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти лаша спорчӗн шкулӗн вӗренекенӗсем те куракансене тӗлӗнтернӗ. Район администрацийӗн ял хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗ Мансур Калмыков кӑҫал ҫураки ӑнӑҫлӑ вӗҫленнине палӑртнӑ. Вӑл ял хуҫалӑхсенче ӗҫлекенсене ҫак ятпа саламласа малашне те ӑнӑҫусем тума вӑй-хӑват суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Ҫӗртмен 6-мӗшӗнче Вӑрмар районӗнчи Кивӗ Вӑрмар ялӗнче Акатуй иртнӗ. Халӑх «Урмарская» обществӑра ҫураки вӗҫленнине паллӑ тунӑ. Кайӑк-кӗшӗк фабрикин ӗҫченӗсем ӗҫе ӑнӑҫлӑ вӗҫленӗ. Малтанах пурне те Вӑрмар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Константин Никитин саламланӑ. Вӑл ҫынсене малашне те ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеме ӑнӑҫу суннӑ. Районӑн социаллӑ экономика пурнӑҫне тӳпе хывнӑшӑн, чунпа парӑнса ӗҫленӗшӗн, общество пурнӑҫне хастар хутшӑннӑшӑн кайӑк-кӗшӗк фабрикин директорне Николай Петрова район администрацийӗн Хисеп хучӗпе чысланӑ. Фабрикӑра кайӑк-кӗшӗке пӑхакан Николай Иванова та пысӑк кӑтартусемпе палӑрнӑшӑн Вӑрмар район администрацийӗн Хисеп хутне панӑ. Уяв малалла концертпа тӑсӑлнӑ. Кивӗ вӑрмарсене ҫураки вӗҫленнӗ ятпа саламлама чӑваш эстрада артисчӗсем ҫитнӗ. Сӑнсем (25) Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Ял пурнӑҫӗ
Иртнӗ шӑматкун Вӑрнар районӗн ҫыннисем Акатуя пухӑннӑ. Унта «21-мӗш ӗмӗрти Кулибин» курав та ӗҫленӗ. Халӑх алӑпа тунӑ тракторсене курма пултарнӑ. Конкурса 6 ҫын хутшӑннӑ. Вӗсем — Хапӑсри Александр Фирсов, Вӑрнарти Рюрик Николаев, Упнерти Алистарь Иванов, Вӑрнарти Владимир Савельев, Малти Ишекри Григорий Лукин, Вӑрнарти Сергей Никитин. Вӗсем хӑйсем хатӗрленӗ техникӑна кӑтартнӑ. Хӑшӗ-пӗри курава темиҫе техника та илсе килнӗ. Рюрик Николаев ав хӑйех трактор, фреза, ҫӗрулми лартмалли тата кӑлармалли агрегат хатӗрленӗ. Александр Мефодьев трактор тата сухапуҫ пуҫтарнӑ. Курава килнисем техникӑна ҫав кунах туянма та хирӗҫ пулман-мӗн. Жюри Кулибинсен ӗҫӗсене хакласа ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ. «Трактор техники» номинацире Александр Фирсов ҫӗнтернӗ. Иккӗмӗш вырӑна Рюрик Николаев тухнӑ, виҫҫӗмӗшне — Алистарь Иванов. Валерий Савельева ятарлӑ парнепе чысланӑ. «Ял хуҫалӑх ураписем тата ӗҫ хатӗрӗсем» номинацире Рюрик Николаев мала тухнӑ. Григори Лукин — 2-мӗш, Сергей Никитин 3-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |